Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
31 Октябрӗн 2025, 06:00

Пушкӑртстанри Белокатай районӗнче канмалли ҫӗнӗ вырӑн йӗркеленӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанри Белокатай районӗнче канмалли ҫӗнӗ вырӑн йӗркеленӗПушкӑртстанри Белокатай районӗнче канмалли ҫӗнӗ вырӑн йӗркеленӗ
Пушкӑртстанри Белокатай районӗнче канмалли ҫӗнӗ вырӑн йӗркеленӗ
#наци проекчĕ
Белокатай районӗнчи Новобелокатай ялӗнче пӗвен пляж тата ҫуран ҫӳрекенсен зонисене тирпей-илем кӗртесси вӗҫленсе пырать тесе пӗлтернĕ Пушкӑртстанри ЖКХ министерствин пресс-службинче.
«Пурнӑҫ валли инфратытӑм» наци проекчӗн «Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» федераллӑ программине пурнӑҫа кӗртсе Новобелокатайра пӗвен пляж тата ҫуран ҫӳрекенсен зонисене тирпей-илем кӗртессине вӗҫлеҫҫӗ. 
Пӗлтӗр кунта ҫутӑ кӗртнĕ, лиственницӑран сукмаксем тунă, сукмаксене гранитлă отсевпа сапнă, пӑрӑнмалли лаптӑк, хӑйӑрлӑ пляж, причал, ҫӑлкуҫ патӗнче чарӑнмалли вырӑн, ҫӳп-ҫап контейнерĕсене лартмалли лаптӑксем йӗркеленĕ тата бетон тумбӑсем вырнаҫтарнă. 
Халӗ подряд организацийӗ пӗчӗк архитектура формисемпе тирпей-илем элеменчӗсене вырнаҫтарассине вӗҫлет. Пӗве ҫывӑхӗнче саксем, урнӑсем, улӑштарса тӑхӑнмалли кабинкӑсем, шезлонгсем, сунчӑксем, ҫӑлав вышки, мангал зонисемпе беседкӑсем пулӗҫ, ҫавӑн пекех ҫуран ҫӳремелли кӗпер йӗркелӗҫ.
Сăнÿкерчĕкĕ: пресс-служба /  Пушкăрт ЖКХ министерстви.
 
 
Пушкӑртстанри Белокатай районӗнче канмалли ҫӗнӗ вырӑн йӗркеленӗ
Пушкӑртстанри Белокатай районӗнче канмалли ҫӗнӗ вырӑн йӗркеленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас