#наци проекчĕ
Пушкӑртстанри мӗнпур Ĕҫпе тивӗҫтерекен центрта октябрӗн 31-мӗшӗнче аслӑ ӑрури граждансен ӗҫпе социаллӑ хастарлӑхне пулӑшмалли Пӗрлехи кун иртнӗ.
ПР Ӗҫ министерствин пресс-служби ӑнлантарнӑ тӑрӑх, «Кадрсем» нацпроект шайӗнче уйӑхсерен иртекен мероприяти профориентаци, вӗрентӳ тата социаллӑ пулӑшу мерисем енӗпе уйрӑм консультацисем сӗнет.
Пушкӑртстан Республикин ҫемье, ӗҫ тата халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан министр Ленара Иванова каланӑ тӑрӑх, тӑхӑр уйӑхра акцие ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсем пенси умӗнхи тата пенси ҫулне ҫитнӗ 1771 гражданина йышӑннӑ та ӗнтӗ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, 50+ ÿсĕмри ҫын валли ҫӗнӗрен вĕренмелли программӑсем ҫӗр-ҫӗр ҫынна ҫӗнӗ ӗҫ тупма, квалификацие ӳстерме тата ӗҫ рынокӗн требованийӗсене хӑнӑхма пулӑшнӑ.
Ҫак кун специалистсем резюме тума пулӑшаҫҫӗ, ӗҫ шырамалли хальхи вӑхӑтри ресурссемпе паллаштараҫҫӗ тата ӑсталӑх класӗсем ирттереҫҫӗ. Ҫакӑн пек уйрӑммӑн пӑхни кашни ҫыннӑн лару-тӑрӑвне тӗплӗн тишкерме, професси сӗнӗвӗсем пама май парать.
Сăнÿкерчĕкĕ: mintrud.bashkortostan.ru сайтран.