#наци проекчĕ
Кугарчă районӗнчи Кугарчи ялӗнче «Вӑрӑм та активлă пурнӑҫ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пирки Пушкӑртстан Республикин Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ.
Хальхи модульлӗ ҫурта пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗ пама тата персонала ӗҫлеме хӑтлӑ условисем туса пама туллин тивӗҫтернӗ. ФАПра фельдшер кабинечӗ, смотровой, процедура пӳлӗмӗ, кӗтмелли пӳлӗм, санузел, ҫавӑн пекех медикаментсемпе персонала упрамалли пӳлӗмсем вырнаҫнӑ. Ватӑ тата вӑйсӑр граждансене меллӗ пултӑр тесе алӑк ҫине пандус вырнаҫтарнӑ. Ҫӗнӗ объект 570 ытла ҫыннна пӑхса тӑрӗ.
Унсӑр пуҫне «Цифра ФАПĕ» проектпа килӗшӳллӗн ҫынсене цифра пулӑшӑвӗ пама май килет. Халӗ фельдшер вӑхӑтлӑха ӗҫлеме пултарайман листоксене дистанцилле майпа уҫма, электронлӑ рецептсем ҫырса пама, пысӑк клиникӑсен специалисчӗсемпе телемедицина консультацийӗсем ирттерме тата медицина даннӑйӗсене консультаци центрӗсене пама пултарать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: health.bashkortostan.ru сайтран.