#наци проекчĕ
2025 ҫул пуҫланнӑранпа Салаватри «Манӑн бизнес» Центрӑн офисӗ предпринимательсене 600 ытла тӳлевсӗр консультаци панӑ. Пуринчен ытла — 320 — пӗчӗк тата вӑтам бизнес представителӗсенчен килнӗ. Хӑй тӗллӗн ӗҫлекен граждансем 170 пулӑшу илнӗ, уйрӑм ҫынсем — 100 ытла. Ку ӗҫе «Тухӑҫлӑ та конкурентлӑ экономика» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн туса пыраҫҫӗ.
ПР предпринимательствӑпа туризм министрӗ Светлана Верещагина палӑртнӑ тӑрӑх, Пушкӑртстанри «Манӑн бизнес» Центр пуҫарса ĕçлекен предпринимательсене те, вӑй хуракан предпринимательсене те консультаци пулӑшӑвӗ анлӑ сарать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, специалистсем тӳлевсӗрех налук хумалли оптималлӑ тытӑма суйласа илме, проектсене укҫа-тенкӗ явӑҫтарма тата пулӑшу пама пулӑшаҫҫӗ.
Отчетлӑ тапхӑрта подразделени 40 яхӑн мероприяти йӗркеленӗ, ҫав шутра ҫавра сӗтелсем, семинарсем, мастер-классем тата ӗҫлӗ вӑйӑсем.
Сӑнӳкерчӗкĕ: pravitelstvorb.ru сайтран.