#наци проекчĕ
Экспорт ӳсӗмӗ ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче чакнӑ пулин те, майӗпен пӗлтӗрхи кӑтартусенчен иртсе пырать, тесе палӑртнӑ Пушкӑртстан Ял хуҫалӑх министерствинче.
Пушкӑрт АПК продукцийӗн экспорчӗн калӑпӑшӗ кӑҫалхи юпа уйӑхӗн иккӗмӗш вунăкунлăхĕ пуҫланнӑ тӗле 261,3 млн США долларне ҫитнӗ. Ку ҫулталӑк каяраххинчен 37 млн доллар нумайрах.
Ытларах регионти агропромышленноҫ комплексӗн продукцине Алжира, Индие, Китая, Ирана тата СНГ ҫӗршывӗсене экспортлаҫҫӗ. Экспорт тытӑмӗнче - ытларах ҫуллӑ ҫу продукцийӗ, типӗ сӗт, шрот, жмых тата йӗтӗн.
«Пирӗн тӗллев - чӗртавар мар, хушма хаклӑ продукци экспортласси. Эпир тулашри пасарта сыр, ача-пӑча апачӗ, тип сӗт сутасшӑн. Ку вӑл валюта тупӑшӗ те, пирӗн тирпейлекен предприятисене пулӑшни те», — ӑнлантарнă правительство вице-премьерӗ — ПР ялхуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов.
Сӑнӳкерчӗкĕ: «Башинформ» ИА / архив.