#наци проекчĕ
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров республикӑра «Пурнӑҫ валли инфратытӑм» наци проекчӗн хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелемелли чи лайӑх проектсен Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗ шайӗнче пурнӑҫланӑ хӑтлӑх кӗртмелли ҫӗнӗ проектсем пурнӑҫланнине пӗлтернӗ.
Вӑл Салават центрӗнче ӗҫсен пӗрремӗш тапхӑрӗ ӑнӑҫлӑ вӗҫленнине, унта Ленин ячӗллӗ тӳреме тата Первомайская урама пахалӑхлӑ ҫӗнетнине палӑртнă. Регион ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, территори хула ҫыннисен чаплӑ кану вырӑнӗ пулса тӑнӑ ӗнтӗ, пӗчӗк бизнеса аталантарма пулӑшнӑ.
Баймакра ҫӗнӗ туртӑм точки — паха обществӑлла лаптӑксен стандарчӗсемпе килӗшсе тӑракан Салават Юлаев ячӗллӗ хальхи тата хӑрушлӑхсӑр культурӑпа кану паркӗ пулса тӑнă.
Хула историне сӑнлакан аллея йӗркеленӗ Нефтекамскра «Вӑхӑт тӗнӗлӗ» проекта пурнӑҫа кӗртессине уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Республика Пуҫлӑхӗ Нефтекамск сӑн-сӑпатӗнче юлашки ҫулсенче чылай ырӑ улшӑнусем пулнине палӑртнӑ.
Уйрӑммӑн Радий Хабиров Ишимбай районӗнчи Верхотор ялӗнче вӗҫленсе пыракан проекта палӑртнă, вӑл уншӑн хӑй пӗлтерӗшлӗ шутланать. Ку ĕнтӗ Воскресенский ялӗ хыҫҫӑн туристсем валли уҫӑлакан историлле пӑхӑр шӑратакан заводсем тавра иккӗмӗш площадка. Регион Пуҫлӑхӗ пӑхӑр шӑратнин цивилизацийӗн темине малалла та Пушкӑртстан историйӗн пӗлтерӗшлӗ те илӗртӳллӗ страници пек аталантарма шутланине ҫирӗплетнӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Радий Хабировăн социаллă сечĕсем.