#наци проекчĕ
Пушкӑртстанри Чекмагуш районӗнчи Рапатово ялӗнче «Вӑрӑм тата активлă пурнӑҫ» нацпроект шайӗнче ку чухнехи фельдшерпа акушер пункчӗ уҫнă. Регион Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн пулӑшӑвӗпе юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчен 400 ытла хут усӑ курнӑ ӗнтӗ.
ПР Сывлӑх сыхлав министерствинче хальхи стандартсене тивӗҫтерекен ФАП пахалӑхлӑ медпулӑшу пама туллин тивӗҫтерни тата персонала ӗҫлеме хӑтлӑ условисем туса пани ҫинчен каласа панă. Ҫуртра фельдшер кабинечӗ, смотровой тата процедура пӳлӗмӗ, кӗтмелли пӳлӗм, санузел, ҫавӑн пекех хушма пӳлӗмсем вырнаҫнӑ.
Унсӑр пуҫне «Цифрӑллӑ ФАП» проекта пула пациентсем цифра сервисӗсене кӗме пултарнӑ. Халӗ фельдшер больничнӑйне дистанцилле майпа уҫма, электронлӑ рецепт ҫырса пама, пысӑк клиникӑри специалистпа телеконсультаци ирттерме тата даннӑйсене, тӗслӗхрен, ЭКГ, профиль центрне консультаци пама пултарать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: health.bashkortostan.ru сайтран.