Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
18 Ноябрӗн 2025, 05:13

Пушкӑртра пӗр вӑхӑтрах икӗ кадр центрӗ уҫнă

#наци проекчĕ

Пушкӑртра пӗр вӑхӑтрах икӗ кадр центрӗ уҫнăПушкӑртра пӗр вӑхӑтрах икӗ кадр центрӗ уҫнă
Пушкӑртра пӗр вӑхӑтрах икӗ кадр центрӗ уҫнă

 

#наци проекчĕ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров тата РФ ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ Дмитрий Платыгин ВКС мелӗпе Дуван тата Бакалӑ районӗсенче «Работа России» модульлӗ икӗ кадр центрне уҫнӑ.

Аса илтеретпӗр, 2024 ҫулта Пушкӑртстан халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен службӑна комплекслӑ майпа ҫӗнетмелли проектӑн иккӗмӗш хумне хутшӑннӑ. Регионта вӑй хуракан 69 кадр центрӗнчен хальлӗхе 51 ҫӗнетнӗ.

2025 ҫул вӗҫленнӗ тӗле Раҫҫейӗн 46 регионӗнче модернизациленӗ 1200 яхӑн кадр центрне уҫӗҫ.

Радий Хабиров палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнетнӗ кадрсен центрӗ вӑл ҫурта юсани кӑна мар. Кунта кӳрекен пулӑшу спектрӗ ӗҫ тупма пулӑшнинчен чылай анлӑрах пулӗ.

Хушса хӑварар, Пушкӑртстанри «Работа России» кадр центрӗсене ҫӗнетесси «Кадрсем» нацпроект шайӗнче ӗҫпе тивӗҫтерекен службӑн тухӑҫлӑхне ӳстермелли тӗп мероприятисенчен пӗри пулса тӑрать.

Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР правительствин оперативлӑ канашлӑвӗн скриншот / трансляцийӗ.

 

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-11-17/v-bashkirii-odnovremenno-otkryli-dva-kadrovyh-tsentra-4469895

 

 

Пушкӑртра пӗр вӑхӑтрах икӗ кадр центрӗ уҫнă
Пушкӑртра пӗр вӑхӑтрах икӗ кадр центрӗ уҫнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас