Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
20 Ноябрӗн , 09:41

Пушкӑртра пурӑнакан тепӗр 8 пин ҫынна ӗҫмелли пахалӑхлӑ шывпа тивӗҫтернӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртра пурӑнакан тепӗр 8 пин ҫынна ӗҫмелли пахалӑхлӑ шывпа тивӗҫтернӗ
Пушкӑртра пурӑнакан тепӗр 8 пин ҫынна ӗҫмелли пахалӑхлӑ шывпа тивӗҫтернӗ


#наци проекчĕ
«Пурнӑҫ валли инфратытӑм» нацпроектӑн «Коммуналлӑ инфратытӑма модернизацилесси» федераллӑ проектне пурнӑҫа кӗртнипе Зианчура районӗнчи Исянгулово ялӗнче пурӑнакан 8 пине яхӑн ҫынна ӗҫмелли пахалӑхлӑ шывпа тивӗҫтернӗ.
Шывпа тивӗҫтерекен тытӑма калӑпӑшлӑ реконструкцилени пиншер ҫыннӑн пурнӑҫ пахалӑхне тӗпрен лайӑхлатнӑ, тесе палӑртнă Пушкӑртстанри Çурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствинче.
«Нумай пинлӗ Исянгулово ялӗнче пурӑнакансемшӗн ӗҫмелли пахалӑхлӑ шыв ыйтӑвӗ нумай ҫул чи ҫивӗч ыйтусенчен пӗри пулса тӑчӗ. Кивелнӗ сетьсем, час-часах çĕмĕрĕлни, ҫавна май шыв пĕтсе ларни - ҫакă пурте иртнӗ вӑхӑтра юлнӑ. Шыв пӑрӑхӗсен сечӗсене тĕп юсав тӑвасси - строительство ӗҫӗсем кӑна мар. Ку вӑл ҫынсен сывлӑхӗпе ырлӑхӗшӗн, территорие аталантарассишӗн тӳрремӗнех инвестици», — тесе ӑнлантарнă регионти ЖКХ министрӗ Ирина Голованова тата Исянгуловӑри проект инфратытӑма ҫӗнетес енӗпе тытӑмлӑ ӗҫлени кашни ҫыншӑн конкретлӑ кӑтарту панине куҫкӗрет тӗслӗх тесе хушса хунă.
Кивӗ, тутăхнă пӑрӑхсем вырӑнне рабочисем вунă километр ытла ҫӗнӗ полиэтилен пӑрӑхсем хунӑ. 51 тимӗр-бетон ҫӑла сетьсене пӗр чарӑнмасӑр пӑхса тӑма вырнаҫтарнӑ. 17 хальхи пушар гидрантне трассӑсем тӑрӑх вырнаҫтарнӑ, ҫакӑ ялӑн пушар хӑрушсӑрлӑхне самай лайӑхлатнӑ. Унсӑр пуҫне насус станцийӗнче тарӑнӑшри оборудование пӗтӗмпех пысӑк тухӑҫлӑ насуссемпе улӑштарнӑ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртстан ЖКХ министерствин пресс-служби.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-11-18/esche-8-tysyach-zhiteley-bashkirii-obespechili-kachestvennoy-pitievoy-vodoy-4472426

 

 

Пушкӑртра пурӑнакан тепӗр 8 пин ҫынна ӗҫмелли пахалӑхлӑ шывпа тивӗҫтернӗ
Пушкӑртра пурӑнакан тепӗр 8 пин ҫынна ӗҫмелли пахалӑхлӑ шывпа тивӗҫтернӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас