Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
24 Ноябрӗн , 09:55

Пушкӑртри Чишма районӗнчи 12 аграри патшалăх программипе хваттер илнӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртри Чишма районӗнчи 12 аграри патшалăх программипе хваттер илнӗ
Пушкӑртри Чишма районӗнчи 12 аграри патшалăх программипе хваттер илнӗ

#наци проекчĕ

Чишма районӗнчи Еремеево ялӗнче аграрисен 12 ҫемйи «Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси» патшалӑх программине пурнӑҫа кӗртнипе сакӑр уйрӑм пурӑнмалли ҫуртра тата блокированнӑй ҫуртсенчи икӗ ҫуртра ҫӗнӗ хваттерсем илнӗ.

Кун пирки ПР Ял хуҫалӑх министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ.

Ҫуртсен пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 861 тӑваткал метртан иртет. Вӗсене тума 59,19 млн тенкӗ янӑ. Вӗсенчен федераци бюджечӗн укҫи 46,4 млн тенкӗпе танлашнӑ, тепӗр 10,95 млн тенкине ӗҫ паракан — «Таврос» агрохолдинг уйӑрнӑ.

Пушкӑртстан ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Ильшат Ахметов ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хваттерсене пурӑнмалли пӳлӗме тара илмелли договор тӑрӑх панӑ. Ӗҫ параканпа ӗҫ договорӗпе пилӗк ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн, аграрисене арендӑна илекен ҫурт-йӗре строительство хакӗн 10 проценчӗпе харпӑрлӑха, 10 ҫул иртсен 1 процентпа туянма май пулӗ.

2025 ҫулта Пушкӑртстанра «Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси» патшалӑх программине пурнӑҫа кӗртме федераци тата регион бюджечӗсенчен пурӗ 1,7 миллиард тенке яхӑн уйӑрнӑ.

Отрасле ҫамрӑк специалистсене хастар явӑҫтарасси «Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне технологи тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси» наци проекчӗн тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри пулса тӑрать, тесе хушса каланӑ Пушкӑртстан Ял хуҫалӑх министерствинче.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Пресс-служба / Пушкӑртстан ял хуҫалӑх министерстви.

 

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-11-23/12-agrariev-chishminskogo-rayona-bashkirii-poluchili-kvartiry-po-programme-krst-4478257

 

 

Пушкӑртри Чишма районӗнчи 12 аграри патшалăх программипе хваттер илнӗ
Пушкӑртри Чишма районӗнчи 12 аграри патшалăх программипе хваттер илнӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас