#наци проекчĕ
Ҫакӑ Раҫҫейри «Знание» общество йӗркеленӗ ашшӗ-амӑшӗн пуҫарӑвӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернине пула май килнӗ.
Пушкӑртстанри Бакалă районӗнчи Бакалы ялӗнчи 1-мӗш шкулта вӗренекенсен канмалли лаптӑкне ҫӗнетнĕ. «Ҫамрӑксем тата ачасем» нацпроектӑн «Раҫҫей — майсен ҫӗршывӗ» федераллӑ проекчӗпе килӗшӳллӗн ашшӗ-амӑшӗн комитечӗ ачасене аталанма тата хӑй тӗллӗн пурӑнма пулӑшакан хӑтлӑ хутлӑх тума укҫа-тенкӗ илнӗ.
Ҫӗнӗ кану зонине шкул ачисен интересӗсене шута илсе хатӗрленӗ. Уҫлӑха хальхи вӑхӑтри сӗтел-пуканпа, аталантаракан вӑйӑсем валли интерактивлӑ панельпе, ҫавӑн пекех аэрохоккей, сӗтелҫи футбол тата шахмат сӗтелӗсемпе тивӗҫтернӗ. Ҫакӑ вӗренекенсене уроксем хушшинче вӑхӑта активлӑ та усӑллӑ ирттерме, хутшӑнса канма май парать.
— Ҫак зонӑна уҫни — вӗренӳ заведенийӗ валли ҫӗнӗ тапхӑр пуҫламӑшӗ, — палӑртнă Бакалӑ район администрацин пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе тата кадрсемпе ӗҫлекен ҫумӗ Ринат Давлетов. — Ҫак проект вӗрентекенсене ҫӗнӗ пуҫарусем тума хавхалантарасса, шкулӑн хӑтлӑ та креативлӑ атмосфери переменӑсенче канмашкӑн хӑтлӑ условисем туса парасса шанатӑп.
Ҫӗнӗ уҫлӑхсем тӑвасси шкулта туслӑрах та хӑтлӑрах атмосфера йӗркелес ӗҫӗн пӗр пайӗ пулса тӑрать. Проект авторӗсен шухӑшӗпе, ку вырӑн илӗртӳ центрӗ пулса тӑмалла, унта ачасем вӑхӑта хаваслӑ ирттерме кӑна мар, ҫӗнӗ туссем тупма та, хӑйсен пултарулӑхне аталантарма та пултарӗҫ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртстанри Бакалӑ район администрацийӗ.