#наци проекчĕ
Раççей ял хуçалăх надзорĕ Пушкӑртстанран Китая экспортланӑ 1,1 пин тонна апат-ҫимӗҫ йӗтӗнне тӗрӗсленĕ.
Ял хуҫалӑх предприятийӗ Пушкӑртстанри Абзелил районӗнчен Китая 1092 тонна апат-ҫимӗҫ йӗтӗнӗ экспортланӑ тесе пӗлтернӗ Раççей ял хуçалăх надзорĕн республикӑри управленийӗнче.
42 чукун ҫул вакунне тиенӗ ҫу культурин партине надзор ведомствин ӗҫченӗсем тӗрӗсленӗ. Йӗтӗнӗн суйласа илнӗ тӗслӗхӗсем мӗнпур лаборатори тӗпчевӗ витӗр иртнĕ.
«Хӑрушӑ карантин организмӗсен энтомологи, гербологи, гельминтологи тата микологи экспертизисен кӑтартӑвӗсем тӑрӑх ҫуллӑ йӗтӗн тӗслӗхӗсенче тупса палӑртман. Ӳсентӑран продукцийӗ импорт ҫӗршывӗн требованийӗсене туллин тивӗҫтерет», — тенӗ Раççей ял хуçалăх надзор пӗлтерӗвӗнче.
«Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательство» наци тӗллевӗпе килӗшӳллӗн «Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт» наци проекчӗ пурнӑҫланать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков / «Башинформ» ИА.