Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
3 Декабрӗн , 11:52

Пушкӑртстанра вӑрман калчисем валли пысӑк теплица комплексӗ тӑвӗҫ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра вӑрман калчисем валли пысӑк теплица комплексӗ тӑвӗҫ
Пушкӑртстанра вӑрман калчисем валли пысӑк теплица комплексӗ тӑвӗҫ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра вӑрманти ӳсен-тӑран калчисене ӳстермелли пысӑк теплица комплексӗ тума палӑртнӑ. Кун пирки патшалӑх пухӑвӗн аграри ыйтӑвӗсемпе, экологипе тата ҫут ҫанталӑкпа усӑ курас енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ларӑвӗнче ПР вӑрман хуҫалӑх министрӗ Марат Шарафутдинов пӗлтернӗ.

Теплица тӑвас проекта 2026 ҫулта, вӑрман вӑрлӑхӗн тата питомник хуҫалӑхӗсен объекчӗсене йӗркелесе ҫӗнетес ӗҫ шайӗнче пурнӑҫлама тытӑнмалла.

«Ҫулталӑкне 1,2 миллион штук таран хупӑ тымарлӑ калча ҫитӗнтерме пултаракан хальхи технологи оборудованийӗпе тивӗҫтернӗ теплица комплексӗ тума палӑртатпӑр, — палӑртнă Марат Шарафутдинов. — 2026 ҫулта федераци бюджетӗнчен уйӑракан укҫа сумми 58 миллион тенкӗпе танлашӗ».

Паянхи кун тӗлне республикӑри вӑрманҫӑсен аллинче хупӑ тымарлӑ лартмалли материал ӳстермелли 66 теплица тата уҫӑ ҫӗрти 65 вӑрман питомникӗ пур.

Сӑнӳкерчӗкĕ: «Башинформ» ИА / архив.

 

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-12-02/v-bashkirii-postroyat-teplichnyy-kompleks-dlya-lesnyh-seyantsev-za-58-mln-rubley-4490017

 

 

Пушкӑртстанра вӑрман калчисем валли пысӑк теплица комплексӗ тӑвӗҫ
Пушкӑртстанра вӑрман калчисем валли пысӑк теплица комплексӗ тӑвӗҫ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас