#наци проекчĕ
«Экологи ырлӑхӗ» нацпроект шайӗнче йӗркеленӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «БумБатл» акцин хӗллехи сезонӗ пуҫланнă. Кун пирки Пушкӑртстанри Çутҫанталӑк тата экологи министерствин пресс-службинче «Национальные приоритеты» АНО ҫине таянса пӗлтернĕ.
Макулатура пухнисӗр пуҫне анлӑ акцие хутшӑнакансем «Бумбатлран «Ҫӗнӗ çулхи эко-тетте» пултарулӑх конкурсӗнче парнесемшӗн тупӑшма пултарӗҫ.
«Бумбатлти» хӗл ахаль сезон кӑна мар, экологи паттӑрӗсемшӗн чӑн-чӑн йывӑрлӑх. Макулатура пухӑр, экотеттесем туса хӑвӑр командӑна тӳпемсем патне илсе кайӑр, кашни килограмм пире таса планета патне ҫывхартать-ҫке, эсир тӑрӑшни акцие хутшӑнакан ытти ҫынна хавхалантарӗ, палӑртнă йӗркелӳҫӗсем.
Конкурса хутшӑнас тесен макулатура пухса унран тетте тумалла: хут чӗр чун, экоюр пĕрчи, папье-маше техникипе шар е ҫулталӑк символӗ. Чӑрӑша экотеттепе илемлетмелле, сӑнӳкерчӗк е видео тумалла, унтан социаллӑ сетьсенче #бумбатл #нацпроектэкоблагополучие #экосистема #эконовыйгод хештегсемпе пост пичетлемелле.
Ҫӗнтерӳҫӗсене «Ҫулталӑк экодизайнерӗ» ят, куракансем кӑмӑлланнисене дипломсемпе парнесем кӗтеҫҫӗ. Жюри идейӑн хӑйне евӗрлӗхне, ӗҫлев пахалӑхне, креативлӑ мелпе экологи тĕсне хаклӗ. Пултарулӑх конкурсне 2026 ҫулхи январьте пӗтӗмлетӗҫ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР пресс-служби / Экологи министерстви.