#наци проекчĕ
Стерлитамак районӗнче «Пурнӑҫ валли инфратытӑм» наци проектне пурнӑҫа кӗртнипе Стерлитамак — Раевка ҫулне 5,4 километр юсанӑ, пӗлтернӗ регионӑн Транспорт министерствинче.
Сӑмах Рязановкӑпа Нижний Услам хушшинчи ҫул-йӗр ҫинчен пырать. Ҫул-йĕр ĕçченĕсем асфальт-бетон витӗмне ҫӗнетнӗ, разметкӑсем хунӑ, ҫул хӗррисене ҫирӗплетнӗ.
«Стерлитамак — Раевка трасси Стерлитамак хулинче, Альшей тата Стерлитамак районӗсенче пурӑнакансемшӗн пӗлтерӗшлӗ, вӗсенче 360 пине яхӑн ҫын пурӑнать. Ҫак ҫулпа вӗсем Уфа — Оренбург Р-240 федераллӑ трасса ҫине тухма пултараҫҫӗ. Кунта трафик талӑксерен 16 пин автомобиль таран ҫитет», — каласа кӑтартнă ПР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министрӗ Любовь Минакова, кӑҫал Стерлитамак —Раевка ҫулӗн 12,3 ҫухрӑмне юсанине хушса каланă.
Нормативлӑ лару-тӑрӑва Пушкӑртстанри Альшей тата Стерлитамак районӗсенче виҫӗ ҫул лаптӑкне илсе çитернĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР пресс-служби / Транспорт министерстви.