#наци проекчĕ
Пушкӑртстан премьер-министрӗ Андрей Назаров «пур лайӑххи те – ачасене» пуплев – ку тӗслӗхре сӑмах çаврăнăшĕ мар, регион проекчӗн тупсӑмне сӑнлани пулнине палӑртнă.
Андрей Назаров «Ҫамрӑксем тата ачасем» нацпроект шайӗнче регион шкул кабинечӗсене ҫӗнетнине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 711 шкулта ӗҫ мастерскойӗсемпе тӑван ҫӗршыва хӑрушсӑрлӑхпа хӳтӗлемелли никӗссен класӗсене тивӗҫтереҫҫӗ те ӗнтӗ, ҫак ӗҫсене укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерекен калӑпӑш 200 миллион тенкӗрен иртнӗ. Назаров çакӑн пек шкулсен шучӗпе Пушкӑртстан ҫӗршывра тӑваттӑмӗш тата Федерацин Атӑлҫи округӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннине палӑртнӑ.
Премьер-министр шкулсем хальхи станоксем, инструментсем, ҫӗвӗ тата кухня оборудованийĕ илнине уҫӑмлатнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Уфари нумай профильлӗ колледжĕпе никӗсленсе ресурспа методика центрӗ туса хунине, унта учительсем стажировка иртнине тата ҫӗнӗ инвентарьпе ӗҫлеме вӗреннине каланă.
Андрей Назаров каланӑ тӑрӑх, 2026 ҫулта музыка, физика тата сӑнарлӑ ӳнер кабинечӗсене тивӗҫтерме тытӑнӗҫ, вӑл 879 шкула пырса тивӗ. Премьер регионти Çутӗҫ министерствине муниципалитетсемпе пӗрле кӳрекен мӗнпур оборудованин пахалӑхӗпе хӑрушсӑрлӑхне тӗрӗслеме хушнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Андрей Назаровӑн социаллă сечӗсем.