#наци проекчĕ
2025 ҫул пуҫланнӑранпа Раççей ял хуçалăх надзор тӗрӗслевӗпе Пушкӑртстанран 72 пине яхӑн тонна хӗвелҫаврӑнӑш шротне экспортланӑ.
Куюргазӑ районӗнчи ҫу экстракциллӗ предприяти унччен маларах Мароккона 2999 тонна гранулланӑ хӗвелҫаврӑнӑш шрочӗ — ял хуҫалӑх выльӑхӗсемпе кайӑкӗсем валли паха пысӑк протеинлӑ выльӑх апачӗ хушӑмӗ турттарнӑ.
Лаборатори тӗпчевӗсем ирттерме хӗвелҫаврӑнӑш шрочӗн пробисене суйласа илнӗ.
Хӗвелҫаврӑнӑш вӑрлӑхне ӳсен-тӑран ҫӑвӗ ҫине тирпейлемелли хушма продукци тӗслӗхӗсем Раççей ял хуçалăх надзорне пӑхӑнса тӑракан аккредитациленӗ тӗрӗслев лабораторийӗнче энтомологи, гербологи тата микологи экспертизисем иртнӗ.
«Тӗпчев кӑтартӑвӗсем тӑрӑх чӗрчунсен апатӗнче хӑрушӑ карантин организмӗсене тупса палӑртман. Хӗвелҫаврӑнӑш шрочӗ импортер ҫӗршывӗн фитосанитари хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене туллин тивӗҫтерет», - тесе палӑртнӑ надзор ведомствинче.
«Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх» наци тӗллевӗ шайӗнче «Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт» наци проекчӗ пурнӑҫланать.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков / архив ИА «Башинформ».