#наци проекчĕ
Кӑҫал Пушкӑртстана федераци бюджетӗнчен ҫӑмӑллӑхлӑ кӗске вӑхӑтлӑх кредит парас механизма пурнӑҫа кӗртме 957,2 млн тенкӗ уйӑрнӑ. Ку 2024 ҫулхинчен 1,8 хут нумайрах. Ҫавна пула республика аграрийӗсене ҫӑмӑллӑхлӑ ставка тӑрӑх пӗтӗмӗшле 22,1 млрд тенкӗлӗх кӗске вӑхӑтлӑх 477 кредит ырланӑ.
ПР Ял хуҫалӑх министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, ял хуçалăхри ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсен пӗлтерӗшӗ питӗ пысӑк, уйрӑмах сезонлӑ уй-хир ӗҫӗсене ирттернӗ чухне.
«Паян 2026 ҫулхи ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене хатӗрленме пуҫланӑ та ӗнтӗ. Ҫак тӗллевпе республикӑри аграрисене 5 миллиард тенкӗлӗх 88 кредит ырланӑ», — пӗлтернӗ правительствӑн вице-премьерӗ — ПР ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов.
Ҫӑмӑллӑхлӑ кӗске вӑхӑтлӑх кредит памалли программа АПК организацийӗсем пĕр ҫул таран чакарнӑ процент ставкипе кредит илессине — 6,95-рен пуҫласа 10,25% таран, ӑна компенсацилеме патшалӑхран субсидисем тӳрех кредит организацийӗсене ярса параҫҫӗ.
Раҫҫейре халӗ «Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне технологи тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси» наци проекчӗ пурнӑҫланать. Тӗллевӗ — технологи лидерлӑхне тата производствӑн ҫирӗп ӳсӗмне, ҫав шутра ҫӑмӑллӑхлӑ кредит укҫи-тенкипе тивӗҫтерекен механизм пулӑшнипе, ҫитесси.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пресс-служба / Пушкӑртстан Ял хуҫалӑх министерстви.