#наци проекчĕ
Пушкӑртстанра культура инфратытӑмне самай анлӑлатнӑ: республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи культурӑпа искусство ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен канаш ларӑвӗн шайӗнче ялти виҫӗ ҫӗнӗ культура объекчӗ уҫӑлнӑ. Проекта «Ҫемье» нацпроект пулӑшнипе пурнӑҫланӑ.
Ишимбай районӗнчи Новосаитово ялӗнче 100 вырӑнлӑ модульлӗ культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Хайбулла районӗнчи Ҫӗнӗ Зирган ялӗнче тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн 102 вырӑнлӑ ялти культура ҫурчӗ ӗҫе ҫӗнӗрен пуҫарнӑ. Мечетлӗ районӗнчи Новомуслюмово ялӗнче 150 ҫын валли палӑртнӑ нумай функциллӗ ял культура ҫурчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров «Ҫемье» нацпроектпа «Культурӑпа искусствӑна аталантарасси» патшалӑх программи шайӗнче пӗтӗм республикипе культура учрежденийӗсене строительство тата реконструкци тӑвасси хастар пулнине палӑртнӑ. Кӑҫал Нефтекамскри вулавӑша тӗпрен юсанӑ, Ишимбай, Киги тата Татышлă районӗсенче ҫӗнӗ библиотекӑсем уҫнӑ, вӗсен пӗтӗмӗшле шутне 19 ҫитернӗ — ку ҫӗршыври чи лайӑх кӑтарту. Ҫулталӑк вӗҫлениччен Стерлитамакри патшалӑх театрпа концерт пӗрлешӗвне, Салаватри ача-пӑча ӳнер шкулне тата Мияки районӗнчи тӗп библиотека юсаса пӗтерме палӑртнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Республикин Культура министерстви.