Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
18 Декабрӗн , 09:26

Пушкӑртстан тыр-пулӑн пысӑк партине Казахстана экспортланӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстан тыр-пулӑн пысӑк партине Казахстана экспортланӑ
Пушкӑртстан тыр-пулӑн пысӑк партине Казахстана экспортланӑ

#наци проекчĕ
Пушкӑрт тырри Казахстанра кирлӗ тесе палӑртнӑ ПР Раççей ял хуçалăх надзорĕн управленийӗнче.
Пушкӑртстанри Кармаскалӑ районӗнчен ял хуҫалӑх предприятийӗ Казахстана 1,6 пин тонна ытла апат-ҫимӗҫ тулли тиесе ăсатнă.
Тырӑ партийӗсем Раççей ял хуçалăх надзорне пӑхӑнса тӑракан Пушкӑртстанри «ВНИЗЖ» ФГБУ тĕрĕслев лабораторийӗнче мӗн кирлине пурне те тӗпченӗ. Хӑрушӑ карантин организмӗсене тупса палӑртман.
«Тӗпченӗ тулӑ пробисем ГОСТ тата ЕАЭС фитосанитари хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене тивӗҫтереҫҫӗ», - тесе палӑртнӑ Раççей ял хуçалăх надзорĕнче.
Аса илтеретпӗр, «Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательство» наци тӗллевӗ шайӗнче «Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт» наци проекчӗ пурнӑҫланать.

Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков / архив ИА «Башинформ».

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-12-17/bashkiriya-eksportirovala-krupnuyu-partiyu-zerna-v-kazahstan-4510731

 

 

Пушкӑртстан тыр-пулӑн пысӑк партине Казахстана экспортланӑ
Пушкӑртстан тыр-пулӑн пысӑк партине Казахстана экспортланӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас