#наци проекчĕ
Авариллӗ ҫурт-йӗртен вӗсем ҫӗнӗ хваттерсене куҫнӑ.
Дюртюлинче 11 ҫемье Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ хваттерсенче кӗтсе илӗ. Маларах вӗсем Первомайская тата Уральская урамӗсенчи авариллӗ ҫуртсенче пурӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫынсем хула варринче тенӗ пек вырнаҫнӑ пилӗк хутлӑ ҫӗнӗ ҫурта куҫнӑ. ПР Строительство министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак çынсем «Пурнӑҫ валли инфратытӑм» нацпроект шайӗнче авариллӗ ҫурт-йӗртен куҫармалли программӑн ҫӗнӗ тапхӑрне хутшӑннӑ.
Ҫурта 2023 ҫулта ҫурт-йӗр строительствине аталантармалли фонд туса лартнӑ. Ку — Дюртюли районӗнчи льготниксем валли уйӑрнӑ нумай хваттерлӗ 11-мӗш ҫурт.
Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки ултӑ ҫулта хулара тата районта пурӗ 1,5 пин тӑваткал метрлӑ авариллӗ тӑхӑр ҫуртран куçарнă.
Сăнÿкерчĕкĕ: пресс-служба / ПР Строительство министерстви.