Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
24 Декабрӗн , 10:41

Пушкӑртстан район центрӗнче парка хӑтлӑх кӗртессин тепӗр тапхӑрне вӗҫленӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстан район центрӗнче парка хӑтлӑх кӗртессин тепӗр тапхӑрне вӗҫленӗ
Пушкӑртстан район центрӗнче парка хӑтлӑх кӗртессин тепӗр тапхӑрне вӗҫленӗ

 

#наци проекчĕ

Кармаскалӑри «Нескучный» паркра «Пурнӑҫ валли инфратытӑм» нацпроектӑн «Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» федераллӑ программӑна пурнӑҫа кӗртнине пула хӑтлӑх кӗртессин виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Кун пирки Пушкӑртстанри ЖКХ министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ. Министерствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ ҫул каялла кӑна кунта пушхир пулнӑ, паян вара ҫак парк канма, хастар вӑхӑта ирттерме илӗртӳллӗ обществӑлла уҫлӑх пулса тӑнӑ. Хӑтлӑхӑн малтанхи икӗ тапхӑрӗнче хӑрушсӑр витнӗ хальхи ача-пӑча площадкине вырнаҫтарнă, асфальтлă ҫулсем йӗркеленĕ, урамри ҫутӑпа тивӗҫтернĕ.

Кӑҫал рабочисем уҫӑлса ҫӳремелли ҫулсене, мини-футболпа баскетбол вылямалли универсаллӑ спорт площадкине, мӗлке аслӑклӑ урам тренажерӗсен комплексне, велосипедсемпе автомобильсем валли парковка туса хатӗрленӗ, ҫавӑн пекех арт-объектсем, ешерекен, ҫутатакан элементсем тата видеосӑнав камерисем вырнаҫтарнӑ.

806 общество уҫлӑхне Пушкӑртстанра 2019 ҫултанпа «Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» федераци проекчӗпе ҫӗнетнӗ. 2025 ҫултанпа ку ӗҫе «Пурнӑҫ валли инфратытӑм» ҫӗнӗ нацпроект шайӗнче малалла тӑсаҫҫӗ. 2030 ҫул вӗҫлениччен республикӑра пурӗ 930 общество территорине йӗркене кӗртме палӑртаҫҫӗ.

Сăнÿкерчĕкĕ: пресс-службă / ПР ЖКХ министерстви.

 

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-12-23/v-raytsentre-bashkirii-zavershili-esche-odin-etap-blagoustroystva-parka-4518090

 

 

Пушкӑртстан район центрӗнче парка хӑтлӑх кӗртессин тепӗр тапхӑрне вӗҫленӗ
Пушкӑртстан район центрӗнче парка хӑтлӑх кӗртессин тепӗр тапхӑрне вӗҫленӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас