

#наци проекчĕ
Пушкӑртстан хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗн черетлӗ пысӑк партине Китая экспортланӑ тесе пӗлтернӗ Раççей ял хуçалăх надзорĕн регионти управленийӗнче.
Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн ӗҫченӗсем унччен маларах Куюргазӑ районӗнчен чи пысӑк ҫу экстракцийӗн предприятийӗ Китая экспортлама хатӗрленӗ 2 пин тонна ытла тасатман хӗвелҫаврӑнӑш ҫуне тӗрӗсленӗ.
Специалистсем суйласа илнӗ 90 чукун ҫул вагонӗнчи ӳсентӑран ҫӑвӗн пробисем Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорне пӑхӑнса тӑракан Пушкӑртстанри тӗрӗслев лабораторийӗнче лаборатори тӗпчевӗсем иртнӗ.
«Фитосанитари экспертизи кӑтартӑвӗсем тӑрӑх хӗвелҫаврӑнӑш вӑрлӑхне тирпейлесен пулакан продукцире карантин организмӗсене тупса палӑртман. Пушкӑртстанри тасатман хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗ импортер ҫӗршывӑн фитосанитари хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене туллин тивӗҫтерет», - тесе пӗтӗмлетнӗ Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорĕн ПР тӑрӑхӗнчи управленийӗнче.
«Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх» наци тӗллевӗ шайӗнче «Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт» наци проекчӗ пурнӑҫланать.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков / «Башинформ» ИА.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-12-24/podsolnechnoe-maslo-iz-bashkirii-polzuetsya-bolshim-sprosom-v-kitae-4519795