Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
29 Декабрӗн 2025, 07:31

Пушкӑртстанри район центрӗнче ҫӗнӗ шыв пӑрӑхӗ тӑваççĕ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанри район центрӗнче ҫӗнӗ шыв пӑрӑхӗ тӑваççĕПушкӑртстанри район центрӗнче ҫӗнӗ шыв пӑрӑхӗ тӑваççĕ
Пушкӑртстанри район центрӗнче ҫӗнӗ шыв пӑрӑхӗ тӑваççĕ

 

#наци проекчĕ
Ҫур миллион тенкӗ тӑракан ӗҫсене «Пурнӑҫ валли инфратытӑм» нацпроект шайӗнче финансланӑ.
Мечетлӗ районӗнчи 9 пине яхӑн`халӑх пурӑнакан Большеустьикинское район центрӗнче шывпа тивӗҫтермелли ҫӗнӗ тытӑм тӑваççĕ. Ӗҫсене «Пурнӑҫ валли инфратытӑм» нацпроектӑн «Коммуналлӑ инфратытӑма çӗнетесси» федераци программипе килӗшӳллӗн финансланӑ, аса илтернĕ ПР Çурт-йӗрпе коммуналлӑ хуçалăх министерствинче. Федераллӑ бюджет ҫак объект валли 522,78 млн тенкӗ уйӑрнӑ, конкурса «Спецгазтехсервис» ООО выляса илнӗ. Паянлӑха ӗҫ калӑпӑшне 16% пурнӑҫланӑ: пулас магистралӗн трубопровочӗн 5,4 километрне сарнӑ, шыв илмелли станцире пулас управлени тата тасатмалли узелӑн блок-боксӗсем валли никӗссем пӗтӗмпех хатӗр. Шыв ҫӑлкуҫӗнче пилӗк скважина пӑрӑхланӑ. Магистрале хывасси тата шыв илмелли вырӑн тӑвасси ӗҫсен чи капиталлӑ тата пӗлтерӗшлӗ пайӗ шутланать, ҫак тапхӑрсем — пӗтӗм проект никӗсӗ, палӑртнă Çурт-йӗрпе коммуналлӑ хуçалăх министерствин специалисчӗсем. Объекта 2027 ҫулхи юпа уйӑхӗнче хута яма палӑртнӑ.

Сăнÿкерчĕкĕ: ПР пресс-служби / Çурт-йӗрпе коммуналлӑ хуçалăх министерстви.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-12-25/v-raytsentre-na-severe-bashkirii-postroyat-novyy-vodoprovod-4520692

 

Пушкӑртстанри район центрӗнче ҫӗнӗ шыв пӑрӑхӗ тӑваççĕ
Пушкӑртстанри район центрӗнче ҫӗнӗ шыв пӑрӑхӗ тӑваççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас