Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
3 Кӑрлач , 08:38

Пушкӑртстанра туристсен ҫул-йӗрне юсанӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра туристсен ҫул-йӗрне юсанӑПушкӑртстанра туристсен ҫул-йӗрне юсанӑ
Пушкӑртстанра туристсен ҫул-йӗрне юсанӑ


#наци проекчĕ
Пушкӑртстанра, малтанхи пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх, туризм объекчӗсем патне илсе пыракан 75 ҫухрӑм ытла ҫула «Пурнӑҫ валли инфратытӑм» наци проекчӗ шайӗнче юсанӑ.
Ӗҫсем Уфа – Инзер – Белорецк, Белорецк – Учалă – Миасс, Стерлитамак – Белорецк – Магнитогорск, Уфа – Иглино – Красная Горка – Павловка, Мещегарово – Турнали — Мурсалимкино, Стерлитамак – Раевка, Магнитогорск – Ира, Старосубхангулово – Мраково, Ишимбай – Воскресенское - Мелеуз пек тăхăр енпе ирттернӗ.
- Ҫул-йӗр ӗҫченӗсем республикӑри Абзелил, Белорецк, Ишимбай, Кармаскалӑ, Учалӑ, Хайбулла, Салават тата ытти районсенчи участоксене йӗркене кӗртнӗ. Кунта тӗп ҫутҫанталӑк палӑкӗсем, туризм объекчӗсем, ҫуллахи кану вырӑнӗсем вырнаçнă. Асӑннӑ ҫулсем ҫине тиев самай пысӑк, талӑкра 1,5 пинрен пуҫласа 15 пин автомобиль таран. Ҫавӑнпа та ҫак ҫулсене нормативлӑ лару-тӑрӑва илсе ҫитересси тата ҫул-йӗре хутшӑнакансене пурне те хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси пӗлтерӗшлӗ пулнӑ, - каласа кӑтартнă транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Любовь Минакова.
https://mgazeta.com/news/natsproekty/2026-01-01/v-bashkirii-otremontirovali-dorogi-po-turisticheskim-napravleniyam-4526718

 

Пушкӑртстанра туристсен ҫул-йӗрне юсанӑ
Пушкӑртстанра туристсен ҫул-йӗрне юсанӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас