Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
5 Кӑрлач , 07:37

Пушкӑртстанра 14 пин гектар ытла вӑрмана ҫӗнетнӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра 14 пин гектар ытла вӑрмана ҫӗнетнӗПушкӑртстанра 14 пин гектар ытла вӑрмана ҫӗнетнӗ
Пушкӑртстанра 14 пин гектар ытла вӑрмана ҫӗнетнӗ


#наци проекчĕ
2025 ҫулта Пушкӑртстанра вӑрмансене ҫӗнетес енӗпе «Экологи» нацпроектӑн тӗп кӑтартӑвне ытлашшипе пурнӑҫлама май килнӗ. Кун пирки ПР Вӑрман хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, республика территорийӗнче 13,4 пин гектар каснӑ, 14 пин гектар ытла вӑрмана ҫӗнӗрен чӗртме май килнӗ.Тӗп ӗҫсене Зилаир, Учалӑ, Нуриман тата Баймак районӗсенче ирттернӗ.
Унсӑр пуҫне регионта 48,5 млн ытла калча ҫитӗнтернӗ, 3,6 млн хупӑ тымарлă. Вӗсене туса илме 66 теплицӑпа 65 вӑрман питомникне явӑҫтарнӑ.
2026 ҫулта ҫулсерен 1,2 млн калчана хушма ӳстерме ҫӗнӗ теплица комплексне тума палӑртнӑ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Валерий Шахов / «Башинформ».

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2026-01-01/v-bashkirii-vosstanovili-svyshe-14-tysyach-gektarov-lesa-4526975

 

Пушкӑртстанра 14 пин гектар ытла вӑрмана ҫӗнетнӗ
Пушкӑртстанра 14 пин гектар ытла вӑрмана ҫӗнетнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас