Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
8 Кӑрлач , 09:51

Пушкӑртри нацпроектсем енӗпе 2025 ҫулхи ӗҫе Радий Хабиров пӗтӗмлетнӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртри нацпроектсем енӗпе 2025 ҫулхи ӗҫе Радий Хабиров пӗтӗмлетнӗПушкӑртри нацпроектсем енӗпе 2025 ҫулхи ӗҫе Радий Хабиров пӗтӗмлетнӗ
Пушкӑртри нацпроектсем енӗпе 2025 ҫулхи ӗҫе Радий Хабиров пӗтӗмлетнӗ


#наци проекчĕ
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хӑйӗн социаллӑ сечӗсенче иртнӗ ҫула пӗтӗмлетме пуҫланӑ.
Ҫӗнӗ ҫулӑн пӗрремӗш тунтикунӗ тунӑ ӗҫсене тишкерме тата малашлӑх плансем тума юрӑхлӑ вӑхӑт пулнине палӑртнă. Сӑмахран, вӑл регионта 2025 ҫулта наци проекчӗсене пурнӑҫа кӗртнине пула хута янӑ е ҫӗнетнӗ тӗп объектсене асӑннӑ. Вӗсен хушшинче ултă ҫӗнӗ поликлиникӑпа 134 фельдшерпа акушер пункчӗ, юсанӑ 35 шкул, тирпей-илем кӗртнӗ 170 общество территорийӗ, ҫавӑн пекех ҫулсем, кӗперсем тата коммуналлӑ инфратытӑм объекчӗсем.
Радий Хабиров республикӑра 12 ҫӗнӗ наци проекчӗпе ӗҫленине, кашни енӗпе федераци укҫи-тенкине самай явӑҫтарма май килнине палăртнă. Вӑл ҫӗршыв президенчӗпе правительствине экономикӑна аталантарма, кӑткӑс вӑхӑтсем пулсан та республикипех тӗп объектсене ҫӗнетме май паракан пулӑшушӑн тав тунӑ.
Регион пуҫлӑхӗ ку ӗҫе ҫитес ҫул малалла тӑсасса шантарнă, пурне те ӑнӑҫу суннă.
https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2026-01-05/itogi-raboty-po-natsproektam-v-bashkortostane-za-2025-god-podvel-radiy-habirov-4529059

 

 

Пушкӑртри нацпроектсем енӗпе 2025 ҫулхи ӗҫе Радий Хабиров пӗтӗмлетнӗ
Пушкӑртри нацпроектсем енӗпе 2025 ҫулхи ӗҫе Радий Хабиров пӗтӗмлетнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас