

#наци проекчĕ
Пушкӑртстан рапс ҫӑвӗн черетлӗ пысӑк партине Китая экспортланӑ тесе пӗлтернӗ Раççей ял хуçалăх надзорĕн ПР тӑрӑхӗнчи управленийӗнче.
Раççей ял хуçалăх надзорĕн ӗҫченӗсем Чишма районӗнчи ҫу экстракцийӗн предприятийӗ КНР экспорт валли хатӗрленӗ 946 тонна тасатман рапс ҫӑвне тӗрӗсленӗ.
Суйласа илнӗ ҫу тӗслӗхӗсем Раççей ял хуçалăх надзорне пӑхӑнса тӑракан тӗрӗслев лабораторийӗнче кирлӗ лаборатори тӗпчевӗсене иртнĕ.
«Карантинри сиенлӗ организмсене экспертиза тунин кӑтартӑвӗсем тӑрӑх тупса палӑртман, - тесе палӑртнӑ ПР Раççей ял хуçалăх надзорĕн управленийӗнче. - Пушкӑрт ҫӑвӗ импортер ҫӗршывӗн ыйтӑвӗсене тивӗҫтерет, ăна Китая ӑсатнӑ».
Аса илтеретпӗр, «Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт» нацпроект тӗллевӗсене кура Раҫҫей экономики 2030 ҫул тӗлне ресурссӑр энергетикӑллӑ мар таварсен экспорчӗ 2020 ҫулхипе танлаштарсан сахалтан та 70 процент ӳсессине тивӗҫтермелле.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Раççей ял хуçалăх надзорĕн пресс-служби / управленийӗ, архив сӑнӳкерчӗкӗ.