

#наци проекчĕ
2025 ҫул пуҫланнӑранпа Пушкӑртстанра уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 11% ытла ӳснӗ. Кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗччен вӑл 72,2 пин тенке ҫитнӗ, ҫакӑ пӗтӗм Раҫҫейри кӑтартӑвӑн 75 проценчĕпе танлашать. 2024 ҫулхипе танлаштарсан, ӳсӗм 11,1 процент пулнӑ.
Ӗҫ укҫине ӳстерме «Кадрсем» нацпроект шайӗнчи хастар мерӑсем пулӑшнӑ. Граждансен уйрӑм категорийӗсене професси енӗпе вӗрентес, оборона-промышленноҫ комплексӗ валли кадрсем хатӗрлес, тара илессине хавхалантарас тата социаллӑ контракт программи урлӑ бизнес-пуҫарусене аталантарас мероприятисем чи кирли пулнă.
Пушкӑртстанри ҫемье, ӗҫ тата халӑха социаллӑ хӳтлӗх министрĕ Ленара Иванова 2025 ҫулта ӗҫ укҫи парӑмне самай чакарма май килнине пӗлтернӗ. Гострудинспекци пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 205 миллион тенкӗлӗх пӗчӗкленнӗ, парӑм юлнӑ ӗҫченсен шучӗ 1300 ытла ҫынна чакнӑ.
Уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫин чи пысӑк шайне Уфапа Хайбулла районӗсенче, ҫавӑн пекех Уфа хулинче палӑртнӑ, унта вӑл 91 пин тенкӗрен пуҫласа 95 пин тенкӗ таран пулнă.
Уйрӑммӑн палӑртаҫҫӗ: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа республикӑра ӗҫ укҫин чи пӗчӗк виҫи (МРОТ) 28 637,3 тенкӗпе танлашӗ, район коэффициентне шута илсе вара — 32 933 тенкӗ пулĕ. Ку федераци минимумӗнчен 5,7 процент пысӑкрах.
Сӑнӳкерчӗкĕ: mintrud.bashkortostan.ru сайтран.