#наци проекчĕ
Унта пекарня валли грантсем тата кооперативсене туянмалли компенсаци пек пулӑшу мерисем кӗреççĕ.
Январĕн 1-мӗшӗнчен ҫӗршывра «Пӗчӗк агробизнес аталанӑвӗ» ҫӗнӗ федпроект пурнӑҫланать. Документа РФ правительствин пуҫлӑхӗ алӑ пуснӑ. Ҫак программа шайӗнче аграрисене пулӑшмалли темиҫе ҫӗнӗ ҫул-йӗр хута кайнă, федераци кабминӗн пресс-службинче каласа кӑтартнă.
Çакă 10 млн тенкӗ таран грантсем пӗчӗк ял пекарни тума. Тӗплӗнрех: грант виҫи проект хакӗн 50 процентӗнчен иртмелле мар; укҫа-тенкӗпе 18 уйӑх тăршшĕнче усӑ курмалла, анчах Украинӑн хӗҫ-пӑшаллӑ формированийӗсем вут-ҫулӑмпа шар курнӑ регионсенче — 30 уйӑх тăршшĕнче. Условисенчен пӗри — ҫулсерен ҫӑкӑр тата булка туса илессин калӑпӑшӗ виçĕ процентран кая мар ӳсмелле.
Агроагрегаторсем фермер продукцине туянассипе, тирпейлессипе тата сутассипе ӗҫлекен кооперативсем туянма дифференцациленӗ саплаштару илме пултараҫҫӗ. Фермерсенчен туяннӑ продукци калӑпӑшӗ 5 млн тенкӗрен пуҫласа 25 млн тенкӗ таран пулсан — компенсаци 10%. Туянни 25 млн ытла тенкӗрен пуҫласа 50 млн тенкӗ таран пулсан — компенсаци 12%. 50 млн тенкӗ ытла — 15%.
Унсӑр пуҫне халӗ патшалӑх пӗчӗк хуҫалӑхсене ял хуҫалӑх производствишӗн кирлӗ электричество туса кӑларакан газ поршеннӑй установкӑна хута ямалли тӑкаксен 60 проценчӗ таран саплаштарӗ. Анчах кун пек саплаштару виҫи 10 млн тенкӗрен иртмелле мар.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Радий Хабировӑн социаллă сечӗсем / архив.