#наци проекчĕ
Караидель модель библиотеки халӑха пулӑшас тӗллевпе ҫӗнӗ ҫул акцийӗсем ирттернӗ. Хӗл Мучипе Юрпике сӑнарӗсенчи ӗҫченсем тата «Library-волонтерсем» СВО хутшӑнакансен ҫемйисенчи ачасене, сывлӑх енчен хавшак ачасене тата аслисене, ҫавӑн пекех пӗччен пурӑнакан ватӑсене саламланӑ.
«Хӗл Мучи килет» тата «Тăрăшу парни» акцисен шайӗнче вӗсем пылак парнесем, уяв кӑмӑлӗ тата чи кирли — тимлӗх тата ӑшӑлӑх парнеленĕ. Мероприятисем «Ҫемье» наци проекчӗн «Ҫемье хаклӑхӗсемпе культура инфратытӑмӗ» федераци проектне пурнӑҫланӑ шайра иртнĕ.
«Ку чӑн-чӑн тӗлӗнтермӗш тата асамлӑх пайӗ», — пĕлтернĕ акцие хутшӑнакансенчен пӗри, 78 ҫулти Хамида Аухатова.
Ҫапла, библиотека паян вуламалли вырӑн кӑна мар, пӗтӗм ялшӑн чӑн-чӑн ырлӑхпа пулӑшу центрӗ пулнине черетлӗ хут кӑтартса панă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Караидель ялӗнчи районти модель библиотекин.