#наци проекчĕ
2025 ҫулта «Ӗҫ тухӑҫлӑхӗ» федераллӑ проектпа килӗшӳллӗн Пушкӑртстанри предприятисен 270 ӗҫченӗ «Процессен фабрики» вӗрентӳпе производство тренажерӗсенче пӗлӳ илнӗ. Ҫулталӑкра регионта ҫакнашкал 19 фабрика ирттернӗ: 16-шӗ производство процесӗпе тата 3-шӗ офис процесӗпе.
Вӗрентӳ вӑхӑтӗнче хутшӑнакансем перекетлӗ производство инструменчӗсемпе усӑ курассине алла илеҫҫӗ, ҫакӑ вӗсене ҫухатусене хӑйсем тӗллӗн тупса палӑртма, операцисене оптимизацилеме тата ӳсӗм пӑнчисене тупма май парать. Хатӗрленӳ иртнисем хушшинче — строительство отраслӗн, санаторисен, промышленноҫ компанийӗсен, ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗн представителӗсем.
Пушкӑртстан Республикин экономика аталанӑвӗпе инвестици политикин министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Айрат Фахретдинов «Процессен фабрики» ахаль вӗрентӳ кӑна мар, улшӑнусен чӑн опычӗ пулнине палӑртнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, унта хутшӑнакансем пӗчӗк улшӑнусем те тухӑҫлӑха самай ӳстернине уҫӑмлӑ кураҫҫӗ, программӑн хакӗ регионти компетенцисен центрӗн тренер-эксперчӗсене пула вӑйланать.