#наци проекчĕ
Ҫакӑ «Вӑрах тата активлă пурнӑҫ» нацпроекта пурнӑҫа кӗртнипе май пулнă.
Маларах ФАП 1978 ҫулта тунӑ ҫуртра вырнаҫнӑ пулнӑ, унта централизациленӗ шыв тата канализаци пулман, кӑмака хутса ăшăтнă пулнӑ. Ҫӗнӗ ФАПа хальхи требованисемпе, стандартсемпе килӗшӳллӗн вырнаҫтарнӑ.
— Пирӗн ял тӑрӑхӗнче хальхи ФАП ĕçлеме тытăннăшăн питӗ савӑнатпӑр. Халӗ Баймурзино, Новокильметево, Левицкое ялӗсенче пурӑнакансем, пӗтӗмӗшле йышӗпе 650 ытла ҫын, диспансеризаци иртме, вакцинациленме тата пурӑнакан вырӑнтан инҫех мар пуҫламӑш медицинăпа санитари пулӑшӑвӗ илме пултарӗҫ, — палӑртнă Светлана Калиева фельдшер. «Цифра ФАПĕ» проектпа пурӑнакансене халӗ цифра медицина пулӑшӑвӗ пама май пур. Фельдшер вӑхӑтлӑха ӗҫлеме пултарайманлӑх листине дистанцилле уҫма, электронлӑ рецепт ҫырса пама, медицина даннӑйӗсене яма – тӗслӗхрен, ЭКГ чӗрепе юн тымарӗсен хӑрушлӑхӗсен управленийӗн центрне, пултарать.
#МинздравБашкортостана #НацПроект #ПродолжительнаяиАктивнаяЖизнь