Çутă çул
-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
23 Кӑрлач , 10:33

Пушкӑртстан аграрисене техника туянма 860 млн тенкӗ тӑкаксене саплаштарать

#наци проекчĕ

Пушкӑртстан аграрисене техника туянма 860 млн тенкӗ тӑкаксене саплаштарать
Пушкӑртстан аграрисене техника туянма 860 млн тенкӗ тӑкаксене саплаштарать


#наци проекчĕ
Пушкӑртстанра отрасле техника тата технологи тӗлӗшӗнчен ҫӗнетес ӗҫ малалла тӑсӑлӗ. Ҫав хушӑрах техникӑна ҫӗнетмешкӗн республикӑри пулӑшу парасси тӗп хавхалантаракан фактор пулса юлӗ тесе палӑртнӑ ПР правительствин ларӑвӗнче.
Акӑ, 2026 ҫулта техника тата оборудовани туянас тӑкаксене саплаштарма республика бюджетӗнчен 860 млн тенкӗ яма палӑртнӑ.
ПР правительствин ларӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, регионти АПК умӗнче тӑракан пӗрремӗш пӗлтерӗшлӗ тӗллевсен хушшинче техникӑна ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене пахалӑхлӑ хатӗрлессине йӗркелесе тивӗҫтересси, техника паркне ҫӗнетес хӑвӑртлӑха 12-14 миллиард тенкӗпе упраса хӑварасси, ҫавӑн пекех аграри секторӗнче пилотсӑр вӗҫекен аппаратсен паркне 50 единица таран ӳстересси юлать.
2025 ҫулта Пушкӑртстанри АПК предприятийӗсем пурӗ 2,2 пин ытла техника 12 миллиард тенкӗлӗх туяннӑ. Укҫа енчен ку унчченхинчен 1,5 миллиард тенкӗ ытларах. Ял хуҫалӑхне Раҫҫейӗн ҫӗнӗ техникипе тата оборудованийӗпе тивӗҫтересси «Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне технологи тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси» нацпроектӑн тӗллевӗ шутланать.

Сăнÿкерчĕкĕ: Андрей Назаровăн телеграм-каналĕ / социаллă сечĕ.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2026-01-21/bashkiriya-kompensiruet-agrariyam-860-mln-rubley-zatrat-na-pokupku-tehniki-4544862

 

 

Пушкӑртстан аграрисене техника туянма 860 млн тенкӗ тӑкаксене саплаштарать
Пушкӑртстан аграрисене техника туянма 860 млн тенкӗ тӑкаксене саплаштарать
Автор: Марина Иванова
Читайте нас