Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
27 Кӑрлач , 08:22

Пушкӑртри ӑратлӑ ял хуҫалӑхĕсене суса илнӗ сӗтӗн 50 проценчӗ тивнӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртри ӑратлӑ ял хуҫалӑхĕсене суса илнӗ сӗтӗн 50 проценчӗ тивнӗПушкӑртри ӑратлӑ ял хуҫалӑхĕсене суса илнӗ сӗтӗн 50 проценчӗ тивнӗ
Пушкӑртри ӑратлӑ ял хуҫалӑхĕсене суса илнӗ сӗтӗн 50 проценчӗ тивнӗ

#наци проекчĕ
Паянхи куна Пушкӑртстанра 56 ӑратлӑ хуҫалӑх ӗҫлет, вӗсенчен 36-шӗ сӗтлӗ мӑйракаллӑ шултра выльӑх ÿстерессипе специализациленет. Кун пирки ПР Ял хуҫалӑх министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ.
Ҫав хушӑрах ӑратлӑ ӗнесем регионта халӗ 37,4 пин ытла шутланаҫҫӗ - ку ял хуҫалӑх организацийӗсен пӗтӗмӗшле ӑратлӑ йышӗнче 30,4%. Ял хуҫалӑх предприятийӗсен категорийӗнче туса илнӗ сӗтӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗнче ӑратлӑ хуҫалӑхсем туса илекен сӗтӗн пайӗ 47% танлашать тесе палӑртнӑ министерствӑра.
Аса илтеретпӗр, Пушкӑртстанра ӑратлӑ выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫе аталантарма федераци тата регион бюджечӗсенчен патшалӑх пулӑшӑвӗ пӑхса хӑварнӑ. 2025 ҫулта ҫак тӗллеве 300 млн ытла тенкӗ уйӑрнӑ.
Унсӑр пуҫне республика «Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне технологи тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси» нацпроектӑн «Селекцире тата генетикӑра ӑслӑлӑх хатӗрӗсене аталантарма условисем туса парасси» федераллӑ проекта пурнӑҫа кӗртме хастар хутшӑннӑ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: пресс-службă / Пушкӑртстан Ял хуҫалӑх министерстви.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2026-01-26/na-plemennye-selhozpredpriyatiya-bashkirii-prishlos-50-proizvedennogo-moloka-4549505

 

 

Пушкӑртри ӑратлӑ ял хуҫалӑхĕсене суса илнӗ сӗтӗн 50 проценчӗ тивнӗ
Пушкӑртри ӑратлӑ ял хуҫалӑхĕсене суса илнӗ сӗтӗн 50 проценчӗ тивнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас