#наци проекчĕ
Пушкӑртстанри агропромышленность комплексӗ тӗнче рынокӗнче ҫирӗп ӳсӗм кӑтартать. 2025 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх республика хӑйӗн продукцине 35 ҫӗршыва тӑратнӑ, экспортӑн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 530 пин тонна паллӑран иртнӗ.
"Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" нацпроект шайӗнчи тытӑмлӑ ӗҫ палӑрӑмлӑ кӑтартусем кӳрет.
ПР ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов палӑртнӑ тӑрӑх, пилӗк ҫуллӑхра АПК экспорчӗ регионта икӗ хут тенӗ пекех пысӑкланнӑ, курӑмлӑ цифрӑсене ҫитнӗ: 3 млн тонна ытла $1,8 млрд тенкĕлĕх.
Пушкӑрт агроэкспорчӗн никӗсӗ мӗнрен тӑрать? Ҫу продукцийӗ (67%), апат-ҫимӗҫ тата тирпейлекен промышленноҫ продукцийӗ (20%), сӗт-ҫу продукцийӗ (3% ытла), пӗрчӗллӗ культурӑсем (3% яхӑн).
Поставкӑсен географийӗ СНГ ҫӗршывӗсене (Казахстан, Узбекистан, Азербайджан), çавӑн пекех Турципе Китая та ярса илет.
https://mgazeta.com/news/natsproekty/2026-01-27/agroprom-bashkirii-za-god-otpravil-bolee-530-tysyach-tonn-produktsii-v-35-stran-4552609