#наци проекчĕ
Январĕн 21-мӗшӗнче Камиль Валеев ячӗллӗ Сибай ӳнер колледжӗ «Земство культура ӗҫченӗн кунӗсем» шайӗнче канашлу ирттермелли площадка пулса тӑнă. Пушкӑртстан Культура министерстви пуҫарнӑ мероприятие ялсенче тата аякри территорисенче культурӑна аталантарма пулӑшакан федераци программине халалланӑ.
Сӳтсе явнӑ ҫӗре республикӑри культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Наталья Лапшина, министерствӑн пай ертӳҫисем, ҫавӑн пекех ултӑ муниципалитетри районти культура управленийӗсен пуҫлӑхӗсем тата ӳнер шкулӗсен директорӗсем хутшӑннӑ.
«Культура» тата «Ҫемье» нацпроектсене, ҫавӑн пекех «Кӗҫӗн Тӑван çӗршыв культури» партпроекта пурнӑҫа кӗртесси тӗп темӑсем пулса тӑнӑ. Ҫамрӑк специалистсене патшалӑх пулӑшӑвӗ парассине уйрӑмах пусӑм тунă: «Земство культура ӗҫченӗ» программӑн условийӗсене тӗплӗ тишкернĕ, ял тӑрӑхӗнчи укҫа-тенкӗ, ӗҫ укҫи тата карьера малашлӑхӗ ыйтӑвӗсене те кӗртнĕ.
Ҫавӑн пекех колледж студенчӗсемпе уҫӑ диалог форматӗнче тӗлпулу иртнӗ, унта пулас выпускниксем хӑйсене хумхантаракан ыйтусем ҫине хурав илнĕ. Кунашкал тӗлпулусем ҫамрӑксемшӗн професси ориентирӗсене йӗркелеҫҫӗ, культура сферинче вӗрентӳпе управлени хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетеҫҫӗ, ҫавна май отрасле квалификациллӗ кадрсем килессине тивӗҫтереҫҫӗ.
Сăнӳкерчӗкĕ: kulturarb.ru сайтран.
https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2026-01-26/yarkie-kadry-selu-v-sibae-obsudili-podderzhku-selskoy-kultury-4550506