#наци проекчĕ
«Пурнӑҫ валли инфратытӑм» наци проектне пурнӑҫланӑран Пушкӑртстанри Мечетлӗ районӗнче Кропачево — Месягутово — Ачит ҫул ҫинчи Ай шывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере юсасси малалла пырать. Кун пирки ПР Транспорт министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ.
Кӗперӗн тӑршшӗ 300 погонлă метрпа танлашать. Рабочисем конуссене ҫирӗплетеҫҫӗ, пролет кӗперӗн тӗревӗсене ҫӗнетеҫҫӗ, ҫавӑн пекех кивӗ шыв юхтармалли лотоксене сӳтеҫҫӗ.
«Кропачево — Месягутово — Ачит ҫулӗ республикӑри тӗревлӗ ҫул-йӗр серепине кӗрет. Вӑл Пушкӑртстана Челябинск тата Свердловск облаҫӗсемпе ҫыхӑнтарать, ҫавӑн пекех федераллӑ пӗлтерӗшлӗ М-5 «Урал», М-12 «Восток» трассӑсем патне кайма май парать. Кропачево — Месягутово — Ачит ҫул ҫинчи Ай шывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер ҫинчи трафик талӑкра 3,5 пин машинӑран иртет», — каласа кӑтартнă ПР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Любовь Минакова.
Ай шывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере юсасси 2025 ҫулта пуҫланнӑ. Кӗпер ӑстисем ортотроплӑ плитана коррозирен тасатнӑ, хальхи гидроизоляципе сий сарнӑ, ҫӗнӗ барьер картине монтажланӑ. Кӗпере юсанӑ вӑхӑтра хусканӑва пӗр йӗрпе пурнӑҫлаҫҫӗ, светофорпа йӗркелеҫҫӗ.
Пур ӗҫе те 2026 ҫул вӗҫлениччен вӗҫлеме палӑртнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: пресс-службă / ПР Транспорт министерстви.