Çутă çул
-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
4 Нарӑсӑн , 12:14

Пушкӑртстанра 2025 ҫулта ЖКХ ҫӗнетме 1,2 млрд тенкӗ янӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра 2025 ҫулта ЖКХ ҫӗнетме 1,2 млрд тенкӗ янӑ
Пушкӑртстанра 2025 ҫулта ЖКХ ҫӗнетме 1,2 млрд тенкӗ янӑ

 


#наци проекчĕ
Пушкӑртстан Республикинче «Пурнӑҫ валли инфратытӑм» нацпроектӑн «Коммуналлӑ инфратытӑма модернизацилесси» федераллӑ проекта пурнӑҫа кӗртме хушма пӗтӗмлетӳсем тунă.
2025 ҫулта пӗтӗмӗшле финансламалли калӑпӑшӗ 1,2 млрд тенкӗпе танлашнӑ, вӗсенчен 775 млн тенкӗ — федераци бюджечӗн укҫи. Ҫак укҫа-тенкӗпе республикӑри 18 районта тата виçĕ хулара шывпа тивӗҫтерекен, шыв кӑларакан тата ӑшӑ паракан сетьсене ҫӗнетес енӗпе 28 мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Паянхи куна 23 объектра ӗҫсем вӗҫленнӗ ӗнтӗ.
ПР ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Ирина Голованова палӑртнӑ тӑрӑх, ӗҫ малалла тӑсӑлӗ: планра тата 46 мероприяти. Унсӑр пуҫне республика инфратытӑм кредичӗсене ҫырса илмелли механизмпа усӑ курӗ — куçарнӑ укҫа-тенкӗн ҫуррине ЖКХна, çав шутра Татышлă районӗнче тасатмалли сооруженисем тата Благовещенскра магистральлӗ шыв пӑрӑхӗсем тӑвассине те кӗртӗҫ. Ҫак мерӑсене пурнӑҫа кӗртнипе регионти 37 пин ҫыншӑн пурнӑҫ пахалӑхӗ лайӑхланӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Çурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви.
https://mgazeta.com/news/natsproekty/2026-02-03/v-bashkirii-na-modernizatsiyu-zhkh-v-2025-godu-napravleno-1-2-mlrd-rubley-4561733

 

Пушкӑртстанра 2025 ҫулта ЖКХ ҫӗнетме 1,2 млрд тенкӗ янӑ
Пушкӑртстанра 2025 ҫулта ЖКХ ҫӗнетме 1,2 млрд тенкӗ янӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас