Çутă çул
-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
5 Нарӑсӑн , 12:20

Пушкӑртри чӑх-чӗп ӗрчетекенсем чӗрӗ кайӑк-кӗшӗке ир экспортлама пуҫланӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑртри чӑх-чӗп ӗрчетекенсем чӗрӗ кайӑк-кӗшӗке  ир экспортлама пуҫланӑ
Пушкӑртри чӑх-чӗп ӗрчетекенсем чӗрӗ кайӑк-кӗшӗке ир экспортлама пуҫланӑ


#наци проекчĕ
Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчен кайӑк-кӗшӗк ӳстерекен предприяти Казахстана пӗрремӗш виҫӗ парти чӑх-чӗп экспортланӑ, тесе пӗлтернӗ Раççей ял хуçалăх надзорĕн регионти управленийӗнче.
РФ Патшалӑх чиккинче тата транспортпа Раççей ял хуçалăх надзорĕн Пушкӑртстанри управленийӗ пӑхса тухнӑ тата ҫырӑнтарнӑ ял хуҫалӑх кайӑкӗсен пӗтӗмӗшле шучӗ 4200 пуҫпа танлашнӑ.
Кашни экспорт партийӗнче суйласа илнӗ биологи материалӗн тӗслӗхӗсем лаборатори тӗпчевӗсем витӗр тухнӑ. Хӑрушӑ чирсене тата кайӑк-кӗшӗк чирӗсене хирӗҫ антителсене тишкернӗ тӑрӑх, Пушкӑрт кайӑк-кӗшӗк ӗрчетекенсен продукцийӗ ЕАЭС ветеринари хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене туллин тивӗҫтерет.
«Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх» наци тӗллевӗ шайӗнче «Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт» наци проекчӗ пурнӑҫланать.

Сӑнӳкерчӗкĕ: пресс-службă / ПР Раççей ял хуçалăх надзорĕн управленийӗ.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2026-02-03/ptitsevody-bashkirii-nachali-neobychayno-ranniy-eksport-zhivoy-ptitsy-4562879

 

 

Пушкӑртри чӑх-чӗп ӗрчетекенсем чӗрӗ кайӑк-кӗшӗке  ир экспортлама пуҫланӑ
Пушкӑртри чӑх-чӗп ӗрчетекенсем чӗрӗ кайӑк-кӗшӗке ир экспортлама пуҫланӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас