#наци проекчĕ
Хамăр ҫӗршывӑн MAX мессенджерӗнче Пушкӑртстан Республикин Elschool порталӗн чат-ботне пурнӑҫа кӗртнӗ, унта ашшӗ-амӑшӗпе вӗренекенсем электронлӑ вӗренӳ хутлӑхӗнчен информаци илме пултараҫҫӗ. Цифра сервисӗсене пурнӑҫласси «Даннӑйсен экономики тата патшалӑхӑн цифра трансформацийӗ» наци проекчӗн тӗллевӗсемпе килӗшсе тӑрать.
— MAX цифра платформи меллӗ сервиссемпе пуянланса пырать. Пушкӑртстанӑн электронлӑ дневникӗ — вӗрентӳ процесне йӗркелемелли кирлӗ ресурс. Популярлӑ мессенджерта чат-бот туни хӑнӑхнӑ информацие илме меллине ӳстерет. МАХ мобильлӗ интернет чарӑннӑ чухне усӑ курма май пур сервиссен «шурӑ списокӗ» текен списокне кӗни те пӗлтерӗшлӗ фактор, — пӗлтернӗ ПР патшалӑх управленийӗн цифра аталанӑвӗн министрӗ Геннадий Разумикин.
Чат-ботпа усӑ курма сирӗн телефон номерне мессенджерти «Сферум» системӑпа ҫыхӑнтармалла. Ятарлӑ код хыҫҫӑн «Сферумра» ашшӗ-амӑшĕсене тата вӗренекенсене электронлӑ сервисӑн функционалӗпе усӑ курма май уҫӑлать.