Çутă çул
+1 °С
Ясно
Наци проекчĕсем
11 Февраля , 05:35

Нацпроект шайӗнче 2025 ҫулта Пушкӑртри 26 предприниматель пулӑшу илнӗ

#наци проекчĕ

Нацпроект шайӗнче 2025 ҫулта Пушкӑртри 26 предприниматель пулӑшу илнӗНацпроект шайӗнче 2025 ҫулта Пушкӑртри 26 предприниматель пулӑшу илнӗ
Нацпроект шайӗнче 2025 ҫулта Пушкӑртри 26 предприниматель пулӑшу илнӗ

 

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра 2025 ҫулта «Туризм тата тараватлӑх» наци проекчӗ шайӗнче пӗтӗмпе 45 млн яхӑн тенкӗлӗх 26 предприниматель проектне пулӑшу панӑ.

Укҫа-тенке туризм инфратытӑмне аталантарма янӑ.

— Патшалӑх пулӑшӑвӗ предпринимательсене туризм сферинчи проектсене пурнӑҫа кӗртме тата хӑйсен ӗҫне анлӑлатма май панӑ. Пуҫарусем туристсен сервисӗн шайне ӳстерме тата хӑнасен кану условийӗсене лайӑхлатма пулӑшаҫҫӗ, çакӑ, паллах, Пушкӑртстанӑн туристсен направленийӗ пек илӗртӳлӗхне ӳстерет, — ӑнлантарнă Пушкӑртстан Республикин предпринимательствӑпа туризм министрӗ Светлана Верещагина.

Субсидисене пула республикӑри кану базисен территорийӗсенче хушма 23 прокат пункчӗ йӗркелеҫҫӗ, унта хастар кану валли тӗрлӗ оборудовани туянма май пур: йӗлтӗр, ҫуна, коньки, тюбинг, сноуборд, ҫавӑн пекех кимӗсем, катамарансем, сапбордсем, велосипедсем тата ытти хатӗр-хӗтӗр.

Унсӑр пуҫне предпринимательсем ача-пӑча вӑйӑ комплексне йӗркелес, ҫӗнӗ туристсен маршрутне хатӗрлес, пляжа майлаштарас, бассейн ҫулталӑкӗпех ӗҫлес ӗҫе йӗркелес енӗпе чылай хушма пуҫару пурнӑҫлаҫҫӗ. Ҫак мерӑсем туристсен сервисӗн пахалӑхне ӳстерме тата сӗнекен пулӑшусен спектрне анлӑлатма пулӑшаҫҫӗ.

 

https://mgazeta.com/news/natsproekty/2026-02-09/v-ramkah-natsproekta-v-2025-godu-podderzhku-poluchili-26-predprinimateley-bashkirii-4569753

 

 

Нацпроект шайӗнче 2025 ҫулта Пушкӑртри 26 предприниматель пулӑшу илнӗ
Нацпроект шайӗнче 2025 ҫулта Пушкӑртри 26 предприниматель пулӑшу илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас