

#наци проекчĕ
Пушкӑртстанри Ял хуҫалӑх министерстви патшалӑх пулӑшӑвне илме конкурса хутшӑнас текен ҫамрӑк специалистсенчен документсем йышӑнма пуҫлани пирки пӗлтернӗ.
Ҫакнашкал пулӑшӑва АПК кадр потенциалне пулӑшас енӗпе республика программине пула парӗҫ. Программӑна, сӑмахран, ял хуҫалӑх организацийӗсен ҫамрӑк специалисчӗсене 750 пин тенкӗ «подъемнӑй» уйӑрма палӑртнӑ.
«Иккӗмӗш ҫул «Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне технологи тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси» нацпроект пурнӑҫланать, унӑн шайӗнче «АПКри кадрсем» федераци проектне йӗркеленӗ. Пирӗншӗн 2030 ҫул тӗлне агропромышленноҫ комплексӗн предприятийӗн специалисчӗсене 95 процент таран комплектламалла. Ку енӗпе пирӗн ӗҫ - паян Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерстви компетентлӑ специалистсене, отрасль ертӳҫисене тата пулас фермер-предпринимательсене хатӗрлеме йӗркелекен тытӑмӑн пӗр пайӗ», - тесе ӑнлантарнă правительствӑн вице-премьерӗ - ПР ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов.
Конкурс пирки тӗплӗ информацие Пушкӑртстан Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче илме пулать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: пресс-служба / Пушкӑртстан Ял хуҫалӑх министерстви.