Çутă çул
+1 °С
Ясно
Наци проекчĕсем
13 Февраля , 06:06

Кушнаренкăри колледж сăрт-ту отраслӗн кадрсен тимĕрçĕ лаҫҫи пулӗ

#наци проекчĕ

Кушнаренкăри колледж сăрт-ту отраслӗн кадрсен тимĕрçĕ лаҫҫи пулӗКушнаренкăри колледж сăрт-ту отраслӗн кадрсен тимĕрçĕ лаҫҫи пулӗ
Кушнаренкăри колледж сăрт-ту отраслӗн кадрсен тимĕрçĕ лаҫҫи пулӗ


#наци проекчĕ
2026 ҫулта Пушкӑртстан Республики «Ҫамрӑксем тата ачасем» наци проекчӗн «Профессионалитет» федераци проектне хутшӑнассине анлӑлатӗ, сакӑр ҫӗнӗ вӗренӳ кластерӗ йӗркелӗ.
Тӗп объектсенчен пӗри Д.Б. Мурзин ячӗллӗ Кушнаренкăри нумай профильлӗ професси колледжӗ пулӗ. Федераци субсидийӗсене пула кунта хӑйне евӗрлӗ «Кушнаренкăри сăрт-ту отрасль валли кадрсем хатӗрлекен центр» уҫӑлӗ.
«Башнефтегеофизикӑри» партнерсем ӗҫе хастар хутшӑннă ӗнтӗ, колледжа чӑн-чӑн производство оборудованийӗ параҫҫӗ: вездеходсенчен пуҫласа кӑткӑс геофизика приборӗсем таранах. Студентсем «пӳрнесемпе» мар, хальхи тренажер-бурени имитаторӗсемпе ятарлӑ зонӑсенче вӗренӗҫ, вӗсене юсама республика 50 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ программи - ĕç рынокĕн ыйтӑвӗсене хуравлани. Ту отраслӗ кал-кал ӳсет, пулас «Профессионалитет» выпускникӗсем карьерӑра гарантиллӗ старт илӗҫ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Çутӗҫ министерстви.
https://mgazeta.com/news/natsproekty/2026-02-13/kushnarenkovskiy-kolledzh-stanet-kuznitsey-kadrov-dlya-gornodobyvayuschey-otrasli-4576445

 

 

Кушнаренкăри колледж сăрт-ту отраслӗн кадрсен тимĕрçĕ лаҫҫи пулӗ
Кушнаренкăри колледж сăрт-ту отраслӗн кадрсен тимĕрçĕ лаҫҫи пулӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас