

#наци проекчĕ
Пелепей районӗнче тирпей-илем кӗртессипе комплекслӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ, ҫав хушӑрах бюджет укҫине те, бюджет тулашӗнчи укҫана та явӑҫтарас енӗпе пур майсемпе те усӑ кураҫҫӗ. Муниципалитетӑн ҫак сферӑри опычӗ пирки унӑн ертӳҫи Азат Сахабиев ПР правительствин ЦУРти оперативлӑ канашлӑвӗнче каласа кӑтартнӑ.
Халӑха йышӑну тӑвас ӗҫе явӑҫтарассине уйрӑмах тимлӗх уйӑраҫҫӗ. 2016 ҫултанпа вырӑнти пуҫарусене пулӑшас программӑпа (ППМИ) килӗшӳллӗн районти пур 17 ял тăрăхĕ те конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса пӗтӗмӗшле 100 млн тенке яхӑн тенкӗлӗх 77 проекта пурнӑҫа кӗртнӗ. «Пушкӑрт картишӗсем» программӑпа 31 картише ҫӗнетнӗ. Хӑтлӑх ыйтӑвӗнче «Атайсал», «Реальные дела» проектсем, «Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси» федераци программи япӑх мар пулӑшу пулнă.
«Пурнӑҫ валли инфратытӑм» нацпроектӑн «Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» федераци проекчӗ ӗҫленӗ вӑхӑтра районта 36 общество территорине тирпей-илем кӗртнӗ.
Хула хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелес Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра виҫӗ хутчен ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Пӗтӗмӗшле ҫак проектсене 573 млн тенкӗ янӑ, вӗсенчен ҫурри — федераци укҫи.
«Сирӗн управлени команди питӗ тухӑҫлӑ ӗҫлет. Пелепей сӑн-сӑпачӗ юлашки вӑхӑтра самай улшӑнчӗ, сирӗн обществӑлла вырӑнсем лайӑх», — палӑртнă Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: «Башинформ» / архив.