#наци проекчĕ
Пушкӑртстан Республикин регионти лизинг компанийӗ «Тухӑҫлӑ тата конкурентлӑ экономика» наци проектне пурнӑҫланӑ май Пишпӳлек ялĕнчи «Валерия» медицина центрӗ» ОООна хальхи диагностика оборудованийӗсем туянма пулӑшнӑ. Техникӑн пӗтӗмӗшле хакӗ 1,4 млн тенке яхӑн пулнӑ, вӗсенчен 1,1 млн тенкине ҫӑмӑллӑхлӑ условисемпе 36 уйӑхлӑха укҫа-тенкӗпе тивӗҫтернӗ. Пулӑшу клиникӑна медицина центрӗн диагностика майӗсене самай анлӑлатакан виҫӗ виҫеллӗ УЗИ аппаратне туянма май панӑ.
— Уйрӑм медицина организацийӗсем модернизацие тата хальхи йышши оборудованисемпе тивӗҫтерес ӗҫе хастар укçа-тенкĕ хываҫҫӗ. Техника базине ҫӗнетмелли тӗп меслетсенчен пӗри лизинг пулса тӑрать, бизнеса хаклӑ аппаратсене бюджета пӗр хут тиемесӗр туянма май парать, — палӑртнă Пушкӑртстан Республикин предпринимательствӑпа туризм министрӗ Светлана Верещагина.
Диагностика оборудованийӗ – ультрасасӑ системисем, ЭКГ, МРТ аппарачӗсем, ҫавӑн пекех стоматологи, эстетика медицинипе косметологи валли лаборатори тӗпчевӗсем туяннӑ чухне ҫӑмӑллӑхлӑ лизинг программисем уйрӑмах кирлӗ. Кусем-технологи енӗпе ӗҫлесси медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне тата клиникӑн конкурентлӑхне тӳрремӗнех витӗм кӳрекен ҫул-йӗр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.