Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
20 Нарӑсӑн , 11:37

Пушкӑртстанра ытларах аш-какай туса илĕç

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра ытларах аш-какай туса илĕç
Пушкӑртстанра ытларах аш-какай туса илĕç


#наци проекчĕ
Иглин районӗнче ҫӗнӗ ял хуҫалӑх объекчӗ — 800 пуҫлӑх мӑйракаллӑ шултра выльӑха самӑртмалли хальхи площадка (фидлот) уҫӑлнӑ. Кун пирки Пушкӑртстанри Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ.
Ку — Иглинри «Калтымановский» ял хуҫалӑх предприятийӗ пурнӑҫлакан пысӑк инвестпроектӑн пӗрремӗш черечӗ. Тӗллев —выльӑх пусакан виҫере аш-какай туса илессине ӳстересси, ҫавӑн пекех ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелесси.
Ял хуҫалӑх продукцине туса илессине ӳстересси «Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне технологи тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси» нацпроектӑн тӗллевӗсемпе килӗшсе тӑрать. 2030 ҫул тӗлне АПК продукцийӗн индексне 2021 ҫулхипе танлаштарсан, 25 процентран кая мар ӳстерме палӑртнӑ, аса илтернĕ Пушкӑртстан Ял хуҫалӑх министерствинче.

Сӑнӳкерчӗкĕ: пресс-служба / Пушкӑртстан Ял хуҫалӑх министерстви.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2026-02-18/v-bashkirii-uvelichitsya-proizvodstvo-myasa-4582940

 

 

Пушкӑртстанра ытларах аш-какай туса илĕç
Пушкӑртстанра ытларах аш-какай туса илĕç
Автор: Марина Иванова
Читайте нас