#наци проекчĕ
Пушкӑртстанра 2026 ҫулта «Пурнӑҫ валли инфратытӑм» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн 15 кӗпере йӗркене кӗртӗҫ. Пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 1900 ытла погонлă метрпа танлашать, тесе пӗлтернӗ республикӑн Транспорт министерствин пресс-службинче.
Вӗсенчен 9 кӗперлӗ сооруженире ӗҫе 2025 ҫулта пуҫланӑ.
- Асӑннӑ искусственнӑй сооруженисем инçетри районсенче пурӑнакансене транспорт ҫыхӑнӑвĕпе тивӗҫтереҫҫӗ, федераци трассисене ҫитме май параҫҫӗ, ҫавӑн пекех экономика хутшӑнӑвӗсене аталантарассишӗн те пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑнпа та вӗсене лайӑх тытмалла, республикӑра пурӑнакансемпе хӑнасем хӑрушсӑр та хӑтлӑ ҫӳреме пултарччӑр, - каласа кӑтартнă ПР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Любовь Минакова.
Лайӑх ҫанталӑк пуҫлансан хастар ӗҫе пуҫӑнӗҫ. Вӗсене 2026 ҫул вӗҫлениччен вӗҫлеме палӑртнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: пресс-служба / ПР Транспорт министерстви.