Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
4 Мартӑн , 11:48

Пушкӑртстанра кăмăс туса илессине перекетлӗ технологисем хӑвӑртлатӗҫ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра кăмăс туса илессине перекетлӗ технологисем хӑвӑртлатӗҫ
Пушкӑртстанра кăмăс туса илессине перекетлӗ технологисем хӑвӑртлатӗҫ

 

#наци проекчĕ

Чишмари сӗт продукцине туса кӑларакан ООО «Агро-Альянс» «Тухӑҫлӑ тата конкурентлӑ экономика» наци проекчӗн «Ӗҫ тухӑҫлӑхӗ» федераллӑ проекта хутшӑнакан пулнă.

ПР правительствин пресс-центрӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, 20 ҫул ытла историллӗ предприяти регионти компетенцисен центрӗн (РЦК) эксперчӗсем пулӑшнипе кăмӑс продукцине кӑларассине оптимизацилесшӗн.

ПР правительствин пӗрремӗш вице-премьерӗ Рустам Муратов АПК тытӑмлӑ предприятийӗсем «Тухӑҫлӑ тата конкурентлӑ экономика» нацпроекта хутшӑннин пӗлтерӗшне палӑртнӑ. Ҫакӑ пахалӑхлӑ продукци калӑпӑшне ӳстерме тата регионти апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне ҫирӗплетме пулӑшать.

«Агро-Альянс» ертӳҫи Руслан Хамитов перекетлӗ технологисене ӗҫе кӗртни компани аталанӑвӗшӗн логикӑллӑ утӑм пулнине палӑртнă. Темиҫе уйӑх хушши РКЦ специалисчӗсем командӑна производство циклӗсене чакарма тата пилотлӑ участокра оборудованипе усӑ курассин тухӑҫлӑхне ӳстерме пулӑшӗҫ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: pravitelstvorb.ru сайтран.

https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2026-03-03/proizvodstvo-kumysa-v-bashkirii-uskoryat-berezhlivye-tehnologii-4600288

 

 

 

Пушкӑртстанра кăмăс туса илессине перекетлӗ технологисем хӑвӑртлатӗҫ
Пушкӑртстанра кăмăс туса илессине перекетлӗ технологисем хӑвӑртлатӗҫ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас