#наци проекчĕ
Строительство сезонӗ пуҫлансан Пушкӑртстанри Зилаир районӗнче «Пурнӑҫ валли инфратытӑм» наци проекчӗ шайӗнче Юлдыбаево – Акъяр – Сара ҫулне виçĕ ҫухрӑм юсӗҫ. Ку вӑл Ямансаз ялӗ ҫывӑхӗнчи лаптӑк, тесе пӗлтернӗ Пушкӑртстанӑн Транспорт министерствинче.
Контрактпа килӗшӳллӗн юсава кӑҫалхи ҫул вӗҫленнӗ тӗле вӗҫлемелле.
«Ку лаптӑкри кулленхи трафик 2,5 пине яхӑн машинӑпа танлашать. Асӑннӑ ҫул пӗлтерӗшлӗ артери шутланать. Вӑл Зилаир тата Хайбулла районӗсенчи 43 пин ытла ҫынна ҫыхӑнтарать. Ҫавӑн пекех вӑл Оренбурга транспорт коридорӗ. Унсӑр пуҫне ҫул пулӑҫсен хушшинче ырӑ ят – сумлӑ Бузавлык шыв управӗ патне илсе каять», - каласа кӑтартнă ПР Транспорт министерствин пуҫлӑхӗ Любовь Минакова.
Аса илтеретпӗр, 2026 ҫулта «Пурнӑҫ валли инфратытӑм» нацпроектпа 15 кӗперпе 185 ҫухрӑм ҫула нормативлӑ лару-тӑрӑва кӗртме палӑртнӑ, тӗрлӗ программӑпа - 400 ҫухрӑм трасса.
Сӑнӳкерчӗкĕ: пресс-служба / ПР Транспорт министерстви.